Чӑваш чӗлхи
![]() Алманчӑри шкул Чӗрене пырса тивмелле ҫепӗҫ вӑл чӑваш чӗлхи тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри шкулта. «Хӑйсене хисеплекен кирек мӗнле халӑх та хӑйӗн тӑван чӗлхине пысӑк пуянлӑх вырӑнне хурса хаклать», — тенипех-тӗр ӗнтӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа Алманчӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта та тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ. 5-мӗш класра «Эпӗ пӗчӗк юмахҫӑ» конкурс ирттернӗ. Чи маттур юмахҫӑ ята Дарья Гаврилова тивӗҫнӗ. 6–7-мӗш классем хушшинче «Кам тавҫӑруллӑрах» КВН иртнӗ. Кунта 7-мӗшсем ҫивӗчрех пулнӑ. 5–9-мӗш классем Юхма Мишшин «Шурҫамка» хайлавӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн сӑнарсен пурнӑҫне пӗр-пӗринпе сӳтсе явнӑ. Хайлаври ӗҫсем кашнин чунне пырса тивни палӑрнӑ. Ачасем чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Г.П. Генералова тӑван чӗлхе ҫинчен ваттисем каланӑ сӑмахсене аса илнӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗ чӑваш чӗлхи кунне уявларӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — ҫакӑн пек ят панӑ Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра ирттернӗ тӑван чӗлхене халалланӑ уява. Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе вулавӑшра тӗрлӗрен кӑсӑклӑ мероприяти хатӗрленӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» литература композицийӗпе паллаштарнӑ. Илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑннӑ шӑпӑрлансем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарнӑ. Аслӑрах ӑрурисем вара чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ юррисемпе уява пуянлатнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫамрӑк вулавҫӑсене чӑваш халӑх тумне тӑхӑннӑ пуканесемпе, чӑваш тӗррипе илемлетнӗ алтутрисемпе паллаштарнӑ. Вулавӑш ертӳҫи С. Агеева вулакансене «Асамлӑ эс, тӑван чӗлхе» кӗнеке тишкерӗвӗпе паллаштарнӑ. Ялти культура ӗҫченӗсем чӑвашсен йӑхран-йӑха куҫса пыракан йӑли-йӗркисем,чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ ҫинчен пӗчӗк ӑмӑрту ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Ӑна ӗнер ҫырчӗҫ. Елчӗк районӗнчи вулавӑшсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн тӗп вулавӑшӗн ӗҫченӗсемпе вулаканӗсем те диктант ҫырнӑ. Кӑҫал, аса илтеретпӗр, тӑван чӗлхе пӗлевне А. Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ. Елчӗк районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗҫсене сканер витӗр кӑларса электронлӑ пуштӑпа ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)
Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла. Эппин, Ваттисен тӗп канашӗнчен пурне те Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп. Чӗлхе кунӗ — ача-пӑча, яш-кӗрӗм, пултарулӑх ушӑнӗсем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, тӗрӗ чӗлхине вулатарса савӑнмалли пысӑк уяв. Ашшӗ-амӑшӗпе ӑспару ҫыннисемшӗн вӑл халиччен ӗҫленӗ ӗҫе пӗтӗмлетмелли, малашнехи тӗллевпе ҫул-йӗре палӑртса шухӑшламалли кун тесе шутлатӑп. Эппин, мана уяв такмакӗсем мар, виҫӗ ҫаврӑм сӑмах калама ирӗк парӑр, тархасшӑн Пӗрремӗш сӑмах: Кама кирлӗ чӑваш чӗлхи? |
Чӑваш чӗлхи
![]() Элӗкри «Хӗвел» 2-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем Элӗкри «Хӗвел» 2-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене юратма пӗчӗкрен вӗрентессипе ҫине тӑни пирки ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Чӑн та, мӗн акатӑн, ҫавӑ шӑтать тесе ахальтен каламан пуль ҫав ваттисем. Наци чӗлхине перекетлессине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе мӑнаҫланассине пӗчӗкрен ӑша аслисем хывтармасан камӑн хывтармалла ӗнтӗ? «Хӗвел» ача пахчинче чӑваш культурипе чӗлхи эрнине ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Хальхинче вӑл ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Чӑваш чӗлхипе тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхне пӗчӗккисем патне аслисем фольклор, музыка ӳнерӗн чи лайӑх хайлавӗсем, чӑваш халӑх ваййисем урлӑ ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тематика занятийӗсенче чӑваш тӗррин орнаменчӗсемпе, республика элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ, чӑвашла хайлавсем вуланӑ, Иван Яковлев пирки каласа кӑтартнӑ, унӑн калавӗсене те вуласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Патӑрьелти вӑтам шкулта Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ. Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та чӑваш чӗлхине сума суса ирттерекен ӗҫ-хӗл пуҫланнӑ. Чи малтанах 8-мӗш классем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» брейн-рингра (ют чӗлхерен куҫарсан вӑл ӑс-тӑн вӑййине пӗлтерет) тӗрӗсленӗ. «Вӑйӑра ачасен ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел ял тӑрӑхӗнче. Пӗрремӗш вырӑна Игорь Богданов, Елена Фролова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ивановпа Даниил Попов пайланӑ. Ҫиччӗмӗш классем вара И. Я. Яковлев ачалӑхӗпе паллашнӑ. Кунта ҫамрӑк Иван Пӑрӑнтӑк шкулӗнче вӗреннӗ самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсене И.Я. Яковлев вӗреннӗ ҫын пулма ӗмӗтленни, унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, сӑпайлӑхӗ, шухӑшӗ кӑсӑклантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин патшалӑх статусне ҫирӗплетес тесе сахал мар кӗрешекен Пил Тымарлан нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн пенси фончӗн Чӑваш Республикин Шупашкар хулинчи управлени пуҫлӑхне чӑвашла евит янӑ. Вӑл «Эпӗ ку таранччен Раҫҫей Федерацийӗн пенси страхлав хутне илейместӗп. Пенси страхлав хучӗ ҫӳккипе эпӗ ӗҫлӗ пулаймастӑп, сывлӑха тӳрлетейместӗп», — тесе пуҫланӑ вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче. Пенси страхлав хучӗсӗр ҫӳренин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те Раҫҫей Федерацийӗн паспортне илменнинче. Ӑна вара вӑл патшалӑхӑн ҫӗнӗ паспортӗнче чӑвашла ҫырманнине пула алла илмен, халӗ те СССР вӑхӑтӗнчипе ҫӳрет. «Эпӗ хальхи РФ тата ЧР влаҫӗ ҫакӑн пек майпа этемӗн гражданла пӗрланлӑх правине чакаракан хӗсӳллӗ, вышкайсӑр политикине чунтан-чӗререн сивлетӗп», — тесе ҫырать ваккат пирӗн алла лекнӗ ҫырура. Паспортра чӑвашла ҫырмасӑр вӑл ӑна алла илме пултарайманни пирки пӗлтерет: «Ӑна алла илни мана кӗлмӗҫе кӑларать, манӑн кӑмӑл-сипет пуянлӑхне сиен кӳрет, чыса пӑсать, ырӑ ята ярать». Пенси фончӗ мӗнлерех хурав пани хальлӗхе паллӑ мар-ха. |
Чӑваш чӗлхи
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн профильлӗ комитечӗ ҫӗнӗ саккун проектне хатӗрлет. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра чӗлхе саккунне пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗ «Ирӗклӗхе» панӑ хуравра каланӑ. Хурав айне ЧР Паташлӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен председателӗ Петр Краснов алӑ пуснӑ. Петр Краснов ку ыйтӑва 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех «ҫавра сӗтелре» калаҫнине палӑртнӑ. Ун чухне чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсемшӗн явап тыттармаллине сӳтсе явнӑ. Республикӑри общество организацийӗсем, экспертсем республикӑри чӗлхе саккунне пӑхӑнманнине чылай ҫул каяллах асӑрханӑ. Саккунра ҫырнине пӑхӑнманнисене явап таттармалла тесе ҫырнӑ-ҫке-ха. Анчах текстра нимӗнле санкцие те палӑртман. Хастарсем ҫӗнӗ саккун ку ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва уҫӑмлатасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Мускаври ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем Чӑваш ҫырулӑхӗн кунӗ ҫывхарса пынӑ май Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче «Особенности изучения языка национальных меньшинств в условиях мегаполиса на примере чувашского языка» (чӑв. Мегаполис условийӗнче сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхине вӗрентессин хӑйне евӗрлӗхӗ пирки — чӑваш чӗлхи тӗслӗхне тӗпе хурса) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие Чӑваш культурин обществи Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ мероприятире тӑван халӑхӑмӑрӑн алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пирки нумай калаҫнӑ. «Ҫавра сӗтеле» элчелӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ чӑваш чӗлхи курсӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне халалланӑ уяв Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче чӑвашла вуламалли пӗрлехи кун ирттернӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) конкурс пынӑ май йӗркеленӗ. Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева акци тӗллевне тӑван литературӑна, наци культурине юратма хӑнӑхтарассипе ӑнлантарать. Салапайкассинче, тӗслӗхрен, унти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем Питрав Ибасовӑн «Ылтãн пӗркенчӗк» кӗнекинчи калавсене вуланӑ. Чӑрӑшкассинчи вулавӑшра «Асанне юмахӗсем» кӗнекепе паллашнӑ. Ҫак кунсенче районти вулавӑш ӗҫченӗсем вулакансен хаклавӗсем хушшинче иртекен «Хамӑрӑнне вула» конкурс материалӗсене малалла пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |